М.И. Скворцовӑн 2004 ҫулта тухнӑ «Русско-чувашский словарь социальной лексики» кӗнекене ӗненес пулсан пирӗн чӑваш чӗлхинче темиҫе сӑмахран тӑракан анлӑ ятсене кӗскетсе аббревиатурӑсем тӑвасси аталанман. Ку пулӑм вырӑс челхине лайӑх пӗлнинчен килет имӗш. Ҫавӑнпа та паллӑ ӑсчах вырӑсла йӗркеленнӗ кӗскетӳсене усӑ курма сӗнет (ЧСХА, ОАО, т.ыт. те), ҫак кӗнекере вӗсен куҫарӑвне парать.
Паллах, пур кӗскетӳсене те чӑвашлатма, тен, кирлӗ мар — СССР, РСФСР, АиФ, ЧАССР йышшисем ҫаплипех юлччӑр. Анчах та хӑш-пӗрисене, чӑвашсем анлӑ усӑ куракансене, чӑвашлатнинче ним япӑххи те ҫук пулӗ. Уйрӑмах вӗсене анлӑ усӑ кураҫҫӗ пулсан. Ак, «Хыпар» хаҫатах илес — унта кӗскетӳсем, чӑвашлисем ӗнтӗ, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. ОАО вырӑнне те тахҫанах АУО усӑ кураҫҫӗ, ТМЯО кӗскетӳ мӗне пӗлтерни вӑрттӑнлӑх мар. Раштавӑн 20-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпар» хаҫатра та, сӑмахран, аббревиатурӑсене сахал мар усӑ курнӑ. Хӑшӗ-пӗрне тӳрех ӑнланма та йывӑр: ФСҪЦ, МППП, РПВУ, ЙХК, т. ыт. те.
Ҫакна асра тытса ӗнтӗ эпир кӗскетӳсен пуххине хатӗрлес терӗмӗр. Хӑш-пӗр чухне вӗсем ал айӗнче тата пӗр вырӑнта пулни ӗҫе самай пулӑшать.
ЧӲК | 10 |
Чӳкӗн 8-10-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Кӳкеҫри 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта семинара пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыраканӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова пулчӗ.
Семинар «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен информаципе коммуникаци компетентноҫне ӳстермелли майсемпе меслетсем» темӑпа иртрӗ.
Вӗрентекенсем «Чӑваш литературипе урок парасси: хаклав критерисем, вӗсене шута илесси», «Тулли урок конспектне ҫырасси, харпӑр хӑй урокне тишкересси», «Презентацисем, вӗсен тӗсӗсем. Презентаци материалӗсене йӗркелемелли критерисем», «Урока презентацилесе тишкересси», «Учительсем проект ӗҫне тунӑ май алла илмелли ӑслайсем», «Шкул ачисем ҫыракан ӑслав сочиненине проектлама вӗрентесси» темӑсемпе лекцисем итлерӗҫ, практика ӗҫӗсем турӗҫ. Семинар тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗрентекенсем кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Ҫакӑн пек семинар йӗркеленӗшӗн вӗсем вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедринче ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗш кунӗнче, Шупашкарти 59-мӗш шкулта «Успешное обучение чувашскому языку в начальней школе» (чӑв. «Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси») проект шутӗнче ятарлӑ семинар иртрӗ. Пуҫламӑш классен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑйсен ӗҫӗпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе паллаштарчӗҫ. Проекта пурнӑҫланӑ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсем ҫинче та чарӑнса тӑчӗҫ, ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ.
Ҫавӑн пекех Николай Плотников вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗн тата тӑванла ытти сайтсен ӗҫӗ пирки каласа пачӗ.
Тепӗр семинар 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.
«Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси» проект паянхи кун Шупашкарти икӗ шкулта пурнӑҫланать. Чи малтанах вӑл 10-мӗш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче вара унта 59-мӗш шкул та хутшӑннӑ.
Юлашки виҫӗ ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗрес текенсен умне ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Чи малтанах литературӑпа пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ (ППЭ) памалла тунине палӑртмалла. Чӑваш литературипе пӗрлӗхлӗ экзамен ҫуккине асра тытсан, абитуриентсен пӗтӗм Раҫҫейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вӑл вырӑс литературипе) памалла пулчӗ. Хайхи чӑваш филологине вӗренме кӗрекенӗн вырӑс чӗлхипе литературине пӗлнин шайне кӑтартма тиврӗ. Ҫак лару-тӑрура Тутарстанӑн Ҫутӗҫ министрествийӗ тутар чӗлхипе тата литературипе республика шайӗнчи ППЭ йӗркелеме ӑс ҫитерчӗ. Вӗсен филологи факультетне вӗренме кӗрекенсем ҫапла майпа тӑван чӗлхипе тата литературӑпах экзамен парса кӗчӗҫ.
Кӑҫал педагогика специальноҫӗсене вӗренме кӗрекенсене «Литература» вырӑнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирӗк пачӗҫ.
Авӑн уйӑхӗнче Интернет педканаш ӗҫленине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Ҫакна канашлӑва кӗрекенсен йышӗ ӳсни аван кӑтартса парать — виҫӗ эрне хушшинче чӑваш вӗрентекенӗсен тетелӗнчи калаҫӑвӗпе куллен 30-60 ҫын интересленнӗ.
Кӑҫалхи ҫул республикӑри тата унӑн тулашӗнчи педагогсем уйрӑмах 5-мӗш Интернет педканашӑн уйрӑмлӑхӗсемпе, интернетри «Чӑваш шкул ТВ» телевиденипе, уроксенче усӑ курмалли тӗрлӗ материалсемпе, ӗҫ программисемпе, педагогсемпе ачасем валли ирттерекен тӗрлӗрен конкурссемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех педагогсенчен нумайӑшне вӗренӳ кӗнекисен тытӑмӗ, ачасен пуплев тата ҫыру ӑсталӑхӗ чакни шухӑшлаттарать.
Педканашра ҫӗкленӗ ыйтусем тавра пуҫланӑ калаҫу аталансах пырать, вӗрентекенсен каламалли ҫителӗклӗ пулни те сисӗнет. Ҫавна шута илсе педканашӑн официаллӑ ӗҫне юпан 17-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ.
Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ сайт ӗҫлеме тытӑнчӗ — Чӑваш чӗлхи сайчӗ.
Тӗнче усӑ куракан ISO 639-1 стандартпа килӗшӳллӗн пирӗн чӗлхен кочӗ — cv. Вӑл стандартӑн 1-мӗш пайне 2002 ҫулта кӑларнӑ, унта пурӗ 136 чӗлхе кӗнӗ (ҫав шутра пирӗн те). 1998 ҫулта ISO 639 стандартӑн 2-мӗш пайне хатӗрлеме пуҫланӑ — унти чӗлхе кочӗсем виҫӗ саспаллирен тӑмалла пулнӑ. Пирӗн чӗлхе валли CHV кода уйӑрнӑ.
Ҫак кодсем пирки калаҫӑва мӗншӗн пуҫларӑмар-ха? Сӑлтавӗ вара сайт адресӗнче — вӑл питӗ кӗске, чӗлхе кочӗ евӗрлӗ: CHV.su. Астуса юлма та, браузер йӗркинче ҫырма та питӗ ҫӑмӑл.
Сайта чӗлхен тетелти алӑкӗ евӗр тунӑ — унта кӗрсен эсир чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти сайтсене лекме пултаратӑр: электронлӑ вулавӑша, чӗлхе комиссине, сӑмах пуххисен сайтне, инҫет вӗренӳ центрне, орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайтне, педагогсен канашлӑвне. Тепӗр май каласан, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан валли пӗтӗмпех пур!
Сайта малалла та аталантарма палӑртнӑ — сӑмахран, чӑваш чӗлхи пирки тӗрлӗ чӗлхепе ҫырса тухма.
Пӗлетӗр-и эсир? ГОСТ 7.75–97 та чӗлхесен кочӗсене палӑртать. Чӑваш чӗлхине ун тӑрӑх «чув», «chv» саспаллисемпе кӑтартма сӗннӗ. Чӗлхен цифрлӑ кочӗ те унта пур — 795. Ҫавӑн пекех тӗнчере ытти стандартсем те ҫук мар: сӑмахран, LS-2010 тӑрӑх чӑваш чӗлхи кочӗ — 44-ААА-аа.
Акӑ, каллех, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ — паян Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 6 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах, пӗлетӗр ӗнтӗ, 2005 ҫулта ҫак кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑнма пуҫланӑ.
Ҫулталӑк хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртрӗҫ-ха? Чи малтанах ӗнтӗ электронлӑ вулавӑш калӑпӑшӗ самай ӳснине асӑнас пулать — 12 уйӑх хушшинче пӗр пин ҫурӑ хайлавпа вӑл пуянланчӗ. Тетелте ятарлӑ чӑвашла каналсем тухсан вӗсене хамӑр патӑмӑрта та вырнаҫтартӑмӑр. Пӗр енчен пирӗн сайта та пуянлатать, тепӗр енчен халӑха вӗсен ӑшлӑхӗпе паллаштарать. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелчӗ — унта икӗ ҫӗнӗ словарь хушӑнчӗ, шырав майӗсем пуянланчӗҫ. Ятарлӑ лавкка та ӗҫлесе кайрӗ — «СУМ» ятлӑскер. Ӗҫне чӑн та нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла.
Асилтеретпӗр, пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать).
5-мӗш Интернет педканаш чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене йыхравлать. Вӑл авӑнӑн 5-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать те юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пырать. Яланхи пекех чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсем интернетри канашлӑва http://pkanash.chv.su каҫӑпа кӗрсе хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Вӗрентекенсен интертӗтел форумне ҫулсерен 150 ҫынна яхӑн хутшӑнать. Вуншар тӗрлӗ ыйту хускатаҫҫӗ ун ӗҫне явӑҫнӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем: кӑтарту хатӗрӗсемпе усӑ курасси, электрон пособисем, вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси, литература урокӗсене йӗркелесси, ӗҫ планӗсем ҫырасси тата ытти нумай ыйтусем тавра пырать уҫӑ калаҫу.
Ҫулталӑк каялла, 2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗршывӗнче элтепӗр ылмашӑнчӗ, вӑл вырӑна Николай Фёдоров пушатнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев йышӑнчӗ. Ҫак куна палӑртса республикӑра тухса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ятарлӑ калаҫусем, теле- тата радиокӑларӑмсем тухрӗҫ.
Ҫак ҫулталӑка кӗскен палӑртас пулсан ҫӗнӗ Элтепӗр чӑваш чӗлхишӗн самай пысӑк ӳсӗмсем турӗ — тетелте интерактивлӑ кун кӗнеки ӗҫлеме пуҫларӗ (ан тив, вӑл малтанхи уйӑхсенче ҫеҫ шӑв-шав ҫӗклерӗ пулин те пӗлтерӗшӗ пурах — чӑвашла хатӗрленӗ чи малтанхи влаҫ ресурсӗсенчен пӗри шутланӗ); влаҫ органӗсен сайчӗн чӑн-чӑн чӑвашла версийӗ кун ҫути курчӗ.
Чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сӑмах панӑ Элтепӗре эпир ҫак паллӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, малашне те пӗтӗм вӑя хурса тӑван халӑхшӑн ӗҫлеме, вӑл ӗҫе туса пыма шанчӑклӑ туссемпе пулӑшакансем тупӑнса пырасса шанатпӑр.
Пурнӑҫ кустӑрми пӗрре те пӗр вырӑнта тӑмасть — кусать те кусать малалла. Технологисем те унран юлмасла аталансах пыраҫҫӗ. Windows XP тин ҫеҫ чи анлӑ сарӑлнӑ операци системи пулсаччӗ — халь вӑл вырӑна Windows 7 йышӑнасшӑн тапӑҫланать. Тимӗрӗ те, компьютер ӑш-чикӗ, улшӑнать — хӑватлансах пырать. 64 битлӑ операци системисене усӑ куракансем нумайланса пынӑран чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма (раскладкӑна) вӗсем валли хатӗрес ыйту тухса тӑчӗ.
Паянтан пуҫласа унашкал сарӑма Чӑваш чӗлхи комиссийӗн сайтӗнче тупма пулать — ӑна ун валли усӑҫсем (пользовательсем) ыйтнипе ятарласах хатӗрленӗ. Эсир ӑна «Материалсем» пайра курайратӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |